Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне республикӑри сиплев учрежденийӗсене сӑвӑс сӑхнӑ 73 ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑтарту пӗчӗкленнӗ.
Пӗлтӗр ҫак тапхӑрта 107 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтса килнӗ. Ҫапах ҫакна палӑртмалла: кӑҫал сӑвӑсран шар курнисен йышӗнче 21 ача пулнӑ.
Юрать, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ кӑтартусен ӗненес тӗк, энцефалит ернӗ тӗслӗх пулман. Анчах ку хӑрушлӑх ҫук тенине пӗлтермест. Чӑваш Ен ҫыннисем Тутарстана, Мари Эла, Киров облаҫне ҫӳреҫҫӗ, унта вара кунашкал чир ерме пултарать.
Ҫакнашкал хӑрушлӑх сиксе ан тухтӑр тесе ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнсене дезинфекциленӗ. Паянхи кун тӗлне 71,3 гектара им-ҫап сапнӑ.