Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Тутарсене Чӑваш Енри кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗсем кирлӗ мар

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Вика Сорокина 23.05.2017 19:52 | 1902 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг туянассине, каярах вара ку сӑмах тӳрре килменнине пӗлтернӗччӗ.

Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» предприятие унӑн хуҫи, Владимир Ермолаев усламҫӑ, сутса ярасшӑнни пирки те маларах сӑмах тухнӑччӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗччӗ. Шупашкар район пуҫлӑхӗпе тӗл пулсан та ку ыйтӑва хускатнӑччӗ. «Ӗҫ коллективӗнче социаллӑ йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫа улшӑнать, анчах предприяти ӗҫӗ ҫавах юлать», — тенӗччӗ Элтепер.

«Правда ПФО» интернет-хаҫат паян хыпарланӑ тӑрӑх, «Агросила» Лапсарти хапрӑка туянмӗ. Шухӑша мӗн сӑлтавпа ылмаштарнине коммерци вӑрттӑнлӑхӗ тесе уҫӑмлатма килӗшмен.

#Лапсар, #Тутарстан, #Юрма, #ял хуҫалӑхӗ, #Шупашкар районӗ, #тӗлпулусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Чӑваш бройлерӗнче» кирлӗ маррисене «Юрмӑра» кӗтеҫҫӗ
2016, 07, 20
Ҫу уйӑхӗнчи парӑм ҫурла уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ
2016, 08, 31
«Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗнчен хӑтӑласшӑн
2017, 02, 02
«Юрмана» тутарсене сутасси пирки тепре асӑннӑ
2017, 02, 17
Чӑваш бройлерӗ тутарсене кирлӗ мар
2017, 03, 04

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org
https://granitcapital.ru купить гранитные ступени вибропресованные бетонные ступени.