Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» агрохолдинг ӗҫ саккунне пӑснӑ.
Асӑннӑ район прокуратури предприятире ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ҫу уйӑхӗшӗн те ӗҫ укҫи тӳлесе тытманнине палӑртнӑ. Парӑмӗ 62 ҫын умӗнче тӑрса юлнӑ. Вӗсене пурӗ 420 пин тенкӗ ытла тӳлемелле пулнӑ.
Тӗрӗслев ытти кӑлтӑка та ҫиеле кӑларнӑ. Хапрӑкра тӑрӑшнисенчен пӗри ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ун пек чухне шалӑва ҫав кунах парса татмалла. Хӗрарӑм вара укҫана тепӗр кун кӑна илейнӗ. Ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр хӗрарӑма та ҫавӑн пекех кӗттернӗ. Предприятире грузчикра тӑрӑшакана ҫу уйӑхӗнче каннӑ отпуск укҫине утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче икӗ пая уйӑрса тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах канма кайиччен виҫӗ кунтан маларах куҫарса памалла тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама.
Саккуна пӑхӑнманшӑн предприятин тӗп директорне 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, агрохолдинга хӑйне — 40 пин тенкӗлӗх.