Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Вырӑсушкӑнь ялӗнче ҫулленех Пукане уявӗ ирттереҫҫӗ. Ку яла 19-мӗш ӗмӗрте Чӗмпӗр кӗпӗрнинчен куҫса килнӗ Власов хушаматлӑ вырӑссем пуҫарса янӑ.
Пукане уявӗ ҫимӗк хыҫҫӑн тепӗр эрнерен килет.
Пукане уявне ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ халӑх йышлӑн пуҫтарӑнать.
Ирхине ялти ҫамрӑксем ҫывӑхри вӑрмана кайса тӗрлӗ чечек -курӑкран этемрен пысӑк Пукане ӑсталаҫҫӗ, ӑна юрӑпа яла илсе килеҫҫӗ, сарая хураҫҫӗ. Кӑнтӑр иртсен Пуканене ятарлӑ вырӑна вырнаҫтарса лартаҫҫӗ. Ватӑсем юрӑ юрласа уяв пуҫлаҫҫӗ. Юрланӑ-савӑннӑ хыҫҫӑн Пуканене ялти усал-тӗселе уя хӑваласа яма уя йӑтса тухаҫҫӗ. Ӑна яшсем саламатпа сыхлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх ял хушшинче Пуканерен татса илме пултарнӑ курӑк асамлӑ тесе ӗненет, ӑна мӗнле те пулин чӗпӗтсе илме тӑрӑшать. Ялтан тухсан Пуканене ирӗккӗнех валеҫсе параҫҫӗ. Халӑх курӑка тепӗр Пукане уявӗччен упрама тӑрӑшать, вӑл кил таврашӗнче пулӑшса пынине ӗненет.
Хыҫҫӑн тӑвансем сӗтел хушшине ларса уява малалла тӑсаҫҫӗ.
Кӑҫалхи уява вырӑнти ял ӗҫтӑвком ертӳҫи Юрий Чертов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров хутшӑнчӗҫ. Александр Башкиров пухӑннисене уявпа саламланӑ май халӑха ялти тирпейлӗхшӗн малашне те тӑрӑшма чӗнсе каларӗ. Пухӑннисем ӑна асӑнмалӑх саламат парнелерӗҫ.