Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.0 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Наци телекуравӗ видеороликсен конкурсне ирттерет

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Вика Сорокина 06.04.2017 06:24 | 847 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ «Чуваши на всю страну» (чӑв. Чӑвашсем пӗтӗм ҫӗршывӗпех) видеороликсен конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна ӳкерекенсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне видеосалам ӑсатайӗҫ. Роликсене эрнесерен хакласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ-роликсене Наци телекуравӗн эфирӗнче кӑтартӗҫ. Чи-чи пултаруллин конкурсӑн финалне халалланӑ информаци сюжечӗн е ятарлӑ репортажӑн хӑни пулас шанчӑк пур.

Республикӑн Информаци политикин министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци телекуравне халӗ 8 миллион ытла ҫын пӑхать. Аса илтерер, нумаях пулмасть НТРК «Триколор» спутник правайдерӗпе килӗштерсе ӗҫлеме пуҫларӗ. Унсӑр пуҫне Наци телекуравӗ кабель сетӗнче 21-мӗш пускӑча йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

#культура, #наци телекуравӗ, #телеканалсем, #конкурссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Пирӗн ҫӗрӗн ҫыннисем» конкурса пӗтемлетнӗ
2016, 06, 20
Ҫӗмӗрлери вӗрентекенсем юрласа ҫӗнтернӗ
2016, 11, 09
Александр Дарчиев юрласа миллионлӑ пулнӑ
2016, 11, 16
НТРК 21-мӗш канала йышӑнӗ-ши?
2017, 01, 28
Наци телекуравӗ 21-мӗш пускӑча тивӗҫнӗ
2017, 02, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org