Чӑвашсен паллӑ писателӗ, пирӗн ентеш Никифор Мранька ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитсе пынине халалласа Куславккари Н.И. Лобачевский музейӗнче ҫак кунсенче вулавҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Никифор Мранькан пултарулӑхӗнче нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Ӑна вӑл 1959-1970 ҫулсенче ҫырнӑ. Ку вӑл чӑваш литературинчи истори темипе ҫырнӑ чи лайӑх эпикӑллӑ произведенисенчен пӗри пулса тӑрать.
Шӑпах ҫак романри сыпӑксене илемлӗ вуласа пачӗҫ те ӗнтӗ конкурса хутшӑнакансем. Пӗр-пӗринпе пултарулӑх тӗлӗшӗнчен тупӑшма Энтри Пасарӗнчи, Елчӗкри, Тӗрлемесри вӑтам шкулсенче, Тӗмшерти тата Куславккари 1-мӗш тӗп шкулсенче вӗренекенсем килнӗ. Жюри членӗсем таврапӗлӳҫӗ тата поэт М. Андреев, хулари тӗп библиотека ӗҫченӗ Н. Орлова тата Музей-ҫуртӑн экскурсовочӗ Н. Егорушкина вӗсене тивӗҫлӗ хаксем пачӗҫ. Ҫапла вара пӗрремӗш вырӑна Энтри Пасарӗнчи вӑтам шкулта 7 класра вӗренекен А. Лукинова тухрӗ. Тӗмшер шкулӗнче 8 класра вӗренекен И. Саперова иккӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗ. Тӗрлемесри вӑтам шкулти 7 класс хӗр ачи Т. Фадеева призлӑ виҫҫӗмӗш вырӑнта пулчӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысларӗҫ.