Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мранька Никифор Фёдорович

Мранька Никифор Фёдорович (чӑн хушамачӗ Мораньков) — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. 1901 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пилешкассинче ҫуралнӑ. 1973 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Н. Мранька 1939 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ. Литературӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн 1971 ҫулта ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗпе хакланӑ.

Шупашкарта ун ячӗллӗ урам пур.

Кун-ҫулӗ

Ялти пуҫламӑш шкулта, Мускаври киносценарисчӗсен курсӗсенче вӗреннӗ. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче алла хӗҫпӑшал тытса Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче ҫапӑҫнӑ, вӑрҫӑ вӗҫленсен ял канашӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.

1928 ҫулта унӑн «Элнет» ятлӑ пӗрремӗш драмине Шупашкарти театр сцени ҫинче лартнӑ. Ун хыҫҫӑнах «Тӳнтерлене хирӗҫ», «Виҫҫӗшӗ те пӗр калӑпран» пьесӑсене хайланӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен вӑл кинохроника студийӗн директорӗ, район хаҫачӗн редакторӗ пулса вӑй хунӑ. Фронтра пулнӑ, алла хӗҫ-пӑшал тытса тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн чылай вӑхӑт хушши Куславкка райкомӗн агитаципе пропоганда пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.

Вӑрҫӑран таврӑнсан 6 кӗнекерен тӑракан «Ӗмӗр сакки сарлака» романа ҫырнӑ. 6-мӗш кӗнекине ҫырса пӗтереймен.

Пултарулӑхӗ

Никифор Мранька ҫак кӗнекесен авторӗ:

  • «Итлӗр!» (драма, 1930);
  • «Пӗрремӗш категори» (комедия, 1932)
  • «Элнет» (драма, 1933);
  • «Салют» (пьеса, 1936);
  • «Аван пурӑнатпӑр» (пьеса, 1938);
  • «Бурлаксем» (драма, 1941);
  • «Ӗмӗр сакки сарлака» (роман, I — 1959, 1965, 1989; II — 1960, 1967, 1989; III — 1961, 1971, IV — 1971, V — 1980);
  • «Юратнӑ чӗресем» (1962).

Вуламалли

  • Гордеев Д. В., Силэм Ю. А, «Антология чувашской литературы», том I — проза, Шупашкар, 2003.
  • Алексеев В. Н. Век прожить — не поле прейти. Очерк в книге «Писатели» (Серия Библиотека Президента Чувашии") Шупашкар, 2008, стр. 203–213.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-03-28 22:23:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14454 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем