Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейскисем ҫурхи ӗҫсене вӗҫлерӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 03.06.2011 00:19 | 2147 хут пӑхнӑ
Калча аван шӑтса тухнӑ
Калча аван шӑтса тухнӑ

Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем кӑҫал ытти ҫулхинчен юларах килчӗҫ. Ҫӗр ҫынни ҫапах пуҫне усмарӗ — ҫуртрисемпе ҫӗр улмине планпа пӑхнӑ чухлех акса-лартса хӑварчӗ. Хресченӗн кӑмӑлне пӗлнӗ пекех, ҫумӑрсем ҫуса иртрӗҫ. Ҫанталӑкӗ те ӑшӑтрӗ. Акнӑ-лартнӑ культурӑсем шӑтса тухса вӑй илме пуҫӑнчӗҫ. Районти комисси членӗсем (председателӗ — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика тата обществӑлла инфратытӑм управленийӗн начальникӗ И. В. Степанов) ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекен предприятисенче пулчӗҫ, уй-хирте ҫитӗнекен культурӑсем епле аталанса вӑй илнине хакларӗҫ. Ҫул ҫӳреве ҫавӑн пекех хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе агрономӗсем тата ял тӑрӑхӗсе пуҫлӑхӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсемпе пӗрлех район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. В. Александров та пулчӗ.

Чи малтанах пурте пӗрле тулли мар яваплӑ «Таябинка» Агрофирма» пӗрлешӗвӗн «Красноармейски-Ҫӗрпӳ» автоҫул хӗрринчи пӑрҫа пуссине ҫитрӗҫ. А.П. Афанасьев генеральнӑй директор каланӑ тӑрӑх, вӑл 60 гектар йышӑнать, лайӑх шӑтса тухнӑ. Сӑмах май, ытти хуҫалӑхра пӑрҫа акса тӑвассине манӑҫа кӑларнӑ.

«Заря» хуҫалӑх «Новая сила» кооперативӑн пулнӑ хӑш-пӗр уйсене те акса тӑвасшӑн. Чӑн та, акара сеялка сошникӗсене кирлӗ пек йӗркелештерменни вырӑн тупнӑ-ха. Ҫӗр хатӗрлессин пахалӑхӗ те уйрӑм ҫӗрте чӑхӑмлани уҫҫӑнах сисӗнет.

Ку тӑрӑхри пӗр уй иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ сухаланмасть. Гулявник текен курӑк ешӗлех пусса илнӗ ӑна. Вӑррине сапиччен «хуратмалла» — симӗс удобрени те пулӗччӗ.

Тулли мар яваплӑ «Гигант» пӗрлешӗвӗн ҫывӑхри 50 гектар йышӑнакан I репродукциллӗ «эстер» ҫурхи тулӑ пусӑрӑнтарманран пӗр тикӗс шӑтайман.

«Гигант» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн тулӑ, урпа пуссисенче ҫум курӑк вӑй илесшӗн. Агрегачӗ пур, шел, гербицичӗ ҫук.

«Восток» ЯПК-ра 50 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем вырӑнне тулӑ сӳрелесе ҫеҫ акнӑ. Ҫум курӑкран паян-ыран гербицид памалла.

В.В. Тимофеев хресчен фермер хуҫалӑхӗнче те ҫӗре япӑх хатӗрленӗ, акнӑ хӑш-пӗр уйсенче хӑлха ҫакки курӑкӗ чечеке ларма та ӗлкӗрнӗ ав. Кӗр тыррисем акмалли пусӑсене те вӑхӑтра сухаланине нимӗн те ҫитмест.

Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В. Степанов хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак территорине кӗрекен «Янмурзино» ЯХПК-ра, «Досаево» ял хуҫалӑх артелӗнче тата Е.Ю. Степанова ХФХ-ӗнче ҫуртрисене 1700 гектара яхӑн акнӑ. Кӗр тыррисем вара вӗсенче 900 гектар ытла йышӑнаҫҫӗ. Е.Ю. Степанова хресчен фермер хуҫалӑхӗнче ҫум курӑкпа кӗрешсе гербицид сапма пуҫланӑ, кӗр тыррисем валли ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.

«Бахча» пӗрлешӳ ертӳҫи Н.М. Мамедов ҫурхи тулӑна имҫамласа акнине, хутӑш удобренисем панине, комисси пулнӑ кунхи каҫ енне опрыскивательпе гербицид сапма тухассине пӗлтерчӗ.

«Нива» ЯХПК-ри Юманлӑх ялӗ ҫывӑхӗнчи 58 гектар ҫинчи тулӑ пуссинче, О.В. Козлова агроном ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫӗр пӗрешкел пиҫменрен тракторсем кӗре-кӗре ларни те пулнӑ.

«Колос» хуҫалӑхӑн уйӗсенче, ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, шӑйрӑксем ытларах. «Сӗлӗ — уй санитарӗ», теҫҫӗ. Ытахальтен мар ӗнтӗ хуҫалӑхра вӑл йышӑнакан уй таса, ҫум курӑк курӑнсах каймасть.

«Хӗрлӗ Сурӑм» пӗрлешӗвӗн агрономӗ Д.М. Скворцов 90 гектар ҫинчи ҫурхи тулӑна пӗлтӗр ҫӗрулми пулнӑ уя ҫӗнӗ сеялкӑпа акнине каларӗ. Аван шӑтса тухнӑ. 57 гектар тулӑ та, хӗреслӗ майпа акнӑскер, илемлӗн курӑнать.

А.Н. Николаев ХФХ-ӗнчи кӗр тыррисем лайӑх (сӑмах май, вӗсем кӑҫал кашни хуҫалӑхра тенӗ пекех ҫапла).

Тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӗвӗн агрономӗ Р.А. Никифоров тӗш тырӑсем 850 гектар йышӑннине, вӗсене имҫамласа, аммиак селитри хывса акнине палӑртрӗ. Карайсем ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче иртнӗ уявра ӗҫ ҫине хутшӑннисене тивӗҫлипе чысланӑ-мӗн. Вӗсем ют ҫӗр-шывра туса кӑларнӑ хӑватлӑ трактор, ун валли культиватор та туяннӑ иккен. Н.Л. Александрова ертсе пыракан агрохимик пуҫтарӑннӑ ертӳҫӗсемпе агрономсене азотлӑ удобренисемпе те, ҫав хушӑрах фосфор сахалтарах уйсенче хутӑш удобренисемпе те усӑ курма сӗнчӗ. Каярах вӑл ҫӗрсене извеҫлесси пирки те аса илтерчӗ, клевер, пӑрҫа акса тума чӗнчӗ.

«Волит» пӗрлешӳ ертӳҫи В.И. Петров ҫуракине тухас умӗн 4 сеялкӑна кашни болчӗ таранах салатса юсанине ҫирӗплетрӗ. Тӗрӗссипе, ҫаплах пулмалла та.

Тулли мар яваплӑ «Шетмӗ» пӗрлешӳ ертӳҫи Г.Г. Васильев та ҫак кун ҫула тухнисене хӑйсен кашни уйӗпех паллаштарма ҫине тӑчӗ. Сӗлӗ (90 гектар), кӗрхи тулӑпа ыраш уйӗсем аванрах. Хӑш-пӗр ҫӗрти пусӑсене вара гербицид сапма вӑхӑт. Герман Геннадьевич «вӑл пур», терӗ.

«Гордей» хуҫалӑхра (ертӳҫи В.М. Ильин) купӑста шӑвараҫҫӗ.

В.Н. Шумилов ХФХ-ӗнче кӗрхи тулӑ (12 гектар), ыраш (вӑл районти хуҫалӑхсенчи чи лайӑх уй тесен те йӑнӑш пулмасть), люцерна, купӑста (2 гектар), хӗрлӗ кӑшманпа кишӗр (пӗрер гектар) пур.

«Таябинка» агрофирмӑн Чатукасси енчи уйӗсенче те пултӑмӑр. С.Л. Молотков тӗп агроном ҫуртрисене 3 сеялкӑллӑ агрегатпа ҫӗре хатӗрленӗ хыҫҫӑн 1-2 сехетренех акса пынине каларӗ. Крентейкассинелле каякан автоҫул хӗрринчи пусӑра вара агрофирмӑри П.И. Федоров механизатор 3,5 метр сарлакӑш илекен плугпа кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрлетчӗ. «Нива» хуҫалӑхри С. Козлов тракторист та ҫӗнӗ хӑватлӑ тракторпа ку ӗҫех кӳлӗннӗ.

«Хӗрлӗ Сурӑм» пӗрлешӗвӗн Мӑн Шетмӗ юханшывӗн тепӗр енче вырнаҫнӑ самаях пысӑк лаптӑк ҫинчи кӗрхи тулӑ уйӗ тухӑҫ пӗчӗкех мар пуласса шантарать.

Ҫулҫӳрев кӑтартӑвӗсене те ку хуҫалӑх территорийӗнчех малтанласа пӗтӗмлетрӗҫ. Сӗнӳсем те пулчӗҫ. Акӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров ял хуҫалӑхӗнче технологине ҫирӗп пӑхӑнса вӑй хумаллине, ку чухне ертӳҫӗн сӑмахӗ ҫирӗп пулмаллине, ҫӗнӗ техника туянма ҫине тӑмаллине палӑртрӗ. Э.А. Николаевапа В.А. Васильев агрономсем элитӑллӑ вӑрлӑхпа ытларах усӑ курмаллине, хура пусӑсене пӑхсах тӑмаллине, ку тӗлӗшпе В.Н. Шумилов фермер хуҫалӑхӗнчен тӗслӗх илмеллине, нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗсене пысӑклатмаллине каларӗҫ.

Ҫур акин пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗсемпе мала тухнӑ хуҫалӑхсене вара ҫӗртмен 4-мӗшӗнче иртекен районти Акатуйра чыслӗҫ.

#Красноармейски районӗ, #Упи ял тӑрӑхӗ, #Крентейкасси, #Чатукасси, #Юманлӑх, #

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем