Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче ҫураки вӑй илсе пырать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.05.2011 20:50 | 1798 хут пӑхнӑ

Чӗмпӗр облаҫӗнчи уй-хирте ҫурхи ӗҫсем иртеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 164,7 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫурхи культурӑсем акнӑ. Ку палӑртнӑ ӗҫсен 31 проценчӗ.

Кӗпӗрнаттӑр тата регион правительствин пресса хӗсмечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, куллен 35-38 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫурхи ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Николаевка тата Ҫӗнӗ Спасск районӗсем ирхи ҫурхи культурӑсене акас плана 113 тата 101 процент пурнӑҫланӑ. Ҫак районсем ҫурхи ӗҫсене 73 тата 59 процент пурнӑҫланӑ ӗнтӗ.

Пӗтӗмӗшле облаҫра ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 108,7 пин (39 процент) гектар ҫинче акнӑ: ҫурхи тулӑ – 35,3, пӑри – 37,9, сӗлӗ – 15,8, пӑрҫа – 6,5 пин гектар.

Ӑмӑртура Инза (61 процент), Павловка (48), Кивӗ Майна тата Ҫинкӗл (46) районӗсем малта пыраҫҫӗ.

Хӗвелҫаврӑнӑш акассипе Ҫӗнӗ Спасск (6,1 пин гектар), Радищево (3,3), Мелекесс (3,1) малта. Пӗтӗм облаҫӗпе ҫак ӗҫе 132,4 пин гектар (19 процент) ҫинче пурнӑҫланӑ.

Чӗмпӗр, Чартаклӑ, Чӑнлӑ тата Сӑр районӗсенче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ акма тытӑннӑ. Пӗр ҫул ӳсекен выльӑх апатне облаҫра 22,8 пин гектар ҫинче акса плана 55 процент пурнӑҫланӑ.

Пӗтӗмӗшле облаҫра 535,5 пин гектар ҫинче ҫурхи культурӑсем акма палӑртнӑ.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #Ҫӗнӗ Спасск районӗ, #Чӑнлӑ районӗ, #Чартаклӑ районӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kanash.su/46.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем