Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Эрне хыпарӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.02.2017 22:17 | 2008 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Нарӑс уйӑхӗнчи 13-мӗшпе 18-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайтӗнче эсир ҫак хыпарсем паллашма пултартӑр (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

«Хыпар» хаҫат тилхепине малалла кам туртса пырасси пирки пӗлтертӗмӗр;

«Хыпар» хаҫатӑн редакторӗнче миҫе хӗрарӑм пулни пирки каласа патӑмӑр;

Вячеслав Телятов телеоператор пирӗнтен уйрӑлса кайнине пула хурлантӑмӑр;

Чӑваш чӗлхине тӗпчеме ҫамрӑк чӗлхеҫе мӗн хистени ҫинчен хыпарларӑмӑр;

Пире хурлантаракан тепӗр хыпар — ача пахчисене чӑвашла ятсем парасшӑн пулманни;

«Хавал» уйлӑха кайма пуҫтарӑнакансемшӗн вара ыр хыпар пӗлтертӗмӗр;

Татьяна Акимовӑшӑн пӑшӑрхантӑмӑр;

Тепӗр йӗлтӗрҫӗ вара Эрзурум хулинче ҫитӗнӳ тума пултарнӑ;

Чукун ҫул ҫинче хӗр пурнӑҫӗ татӑлни те пире самай хумхантарчӗ;

Пирӗн Элтепер пирки хӑш Китай хаҫатӗнче статья тухни пирки сире систертӗмӗр.

Паллах, ку эрнере ытти кӑсӑклӑ хыпарсем те пулчӗҫ. Эпир Хӗрлӗ Чутай районӗнче 800 пин тенкӗ мӗнле ҫухални ҫинчен, Тимухха Хӗветӗр чӗлхеҫӗне мӗнле районта асра тытни пирки, мӗнле сӑлтава пула пӗчӗк ачан пӗччен хваттерте ларма тивни ҫинчен, «Янра, чӑваш сӑмахӗ» фестиваль хӑш районта иртни пирки каласа патӑмар тата ял хуҫалӑх академийӗнчи банкоматпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха ҫутатрӑмӑр.

Яланхи пекех эрнене пӗтӗмлетсе унӑн ятне пӗлтеретпӗр. Пирӗн шутпа ӑна «Хыпар хаҫатпа юбилейсен эрни» теме пулӗччӗ.

#юбилейсем, #спорт, #Эрзурум, #ял хуҫалӑх академийӗ, #Хыпар, #ҫул-йӗр, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #эрне хыпарӗсем, #Хавал, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем