Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ-конкурс пӗтӗмлетӗвӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 03.05.2011 20:31 | 2123 хут пӑхнӑ
Вӑйӑ-конкурс Дипломӗпе медалӗ
Вӑйӑ-конкурс Дипломӗпе медалӗ

Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен ачасен «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн иккӗмӗш куҫӑм тапхӑрӗ акан 21-мӗшӗнче муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗнче иртрӗ. Унта пӗрремӗш куҫӑмсӑр тапхӑрта ҫӗнтернӗ 68 вӗренекен хутшӑнмаллаччӗ. Шел пулин те, вӗсенчен 21 вӗренекен ҫеҫ иккӗмӗш тура килме май тупнӑ. Вӗрентекенсемпе вӗренӳ органӗсен яваплӑ ҫыннисем тӑрӑшнӑ пулсан майне тупма пулатчӗ пуль-ха... Ҫапах та Районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» инҫет вӑйӑ конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Финала 4 район ачисем (Красноармейски, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Комсомольски) хутшӑнма пултарчӗҫ. Вӗрентекенсене тавах уншӑн. Тӑкаклӑ инҫе ҫула илсе тухса ачасен пӗлӗвне тӗрӗслес тата аталантарас текен вӗрентекенсем вӗсем. Ҫӗнтерӳҫӗ паллӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче 10 класра вӗренекен Маркова Анна (вӗрентекенӗ — Кузьмина Юлия Егоровна). Аня 107 балл пухма пултарчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Васильева Анастасия, Сӗнтӗрвӑрри районӗн Октябрьски шкулӗнче 10 класра вӗренекен (вӗрентекенӗ - Васильева Татьяна Анатольевна). Виҫҫӗмӗш вырӑна тӑватӑ вӗренекен тивӗҫрӗ: Викторова Ангелина (Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, вӗрентекенӗ — Никитина Валентина Егоровна), Васильева Алена (Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, вӗрентекенӗ — Венедиктова Елена Ивановна), Вазинге Ольга (Комсомольски районӗн Сиккасси шкулӗнче вӗренекен, вӗрентекенӗ — Александрова Елизавета Макаровна) тата Николаева Оксана (Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, вӗрентекенӗ — Никитина Валентина Егоровна). Саламлатпӑр!

 

Асилтеретпӗр: Ҫӗнтерӳҫӗ 1-мӗш степеньлӗ Дипломпа медале тивӗҫет, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннисем 2-мӗш степеньлӗ Дипома алла илӗҫ. Финала хутшӑннӑ ытти вӗренекенсене вара 3-мӗш степеньлӗ Дипломпа чыслӗҫ. Вӑйӑ конкурсӑн жюри йышӑннӑ тӑрӑх иккӗмӗш тура килеймен ачасене вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш тур ҫӗнтерӳҫи пулни ҫинчен электрон почтӑпа Сертификат ярса парӗҫ.

#Комсомольски, #Комсомольски районӗ, #Элӗк районӗ, #Элӗк, #Октябрьски, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #конкурссем, #ӑмӑртусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем