Кӗҫех ҫуркунне ҫитет. Раҫҫейри 6 пин ял-хулара ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Ҫав шутра – Чӑваш Енри ялсем те.
2017 ҫулхи ҫуркунне мӗнле пулассине «Антистихия» центр шутланӑ. РФ МЧСӗн граждан хӳтӗлевӗн департаменчӗн директорӗ Андрей Лотушкин пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх ҫӗршыври 6 пин ял-хулара пур.
Ҫак регионсен йышне Чӑваш Ен те кӗнӗ. Ҫӗпӗр федераци округӗнче Алтай Республики, Кемӗр, Новосибирск, Томск, Омск облаҫӗнче ейӳ сарӑлма пултарать. Атӑлҫи федераци округӗнче Пушкӑрт, Чӑваш, Тутар, Мари, Мӑкшӑ, Удмурт республикисем, Чулхула, Ӗренпур, Самар, Сарӑту облеҫӗсенче харушлӑх пур. Ҫавӑн пекех Курган, Свердловск, Тӗмен облаҫӗсенчи ял-хула шыв айне кайма пултарать.