Шупашкар шыв управлӑхне 68 метр ҫӳллӗшне хӑпартассипе хӑпартмасси пирки пӗр вӑхӑтра самай тавлашрӗҫ-калаҫрӗҫ. Шыв ҫӳллӗшне хӑпартмалла мар тесе ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин пӗлтерни пирки Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев пӗлтӗр хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ тесе те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шыв ҫӳллӗшне хӑпартни пирӗн республикӑшӑн аван тенӗрен ку хыпар самай пӑшӑрхантарчӗ.
Анчах халӗ пӑх та кур: кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗршыв правительстви кӑсӑклӑ йышӑну кӑларнӑ. «Схема территориального планирования Российской Федерации в области энергетики» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн территорине энергетика тӗлӗшӗнчен планланӑ схема) ят панӑскерте Шупашкарти ГЭС хӑватне 2030 ҫул тӗлне 3,34 млрд кВт/сехете ҫитересси пирки каланӑ. Халӗ ку цифра — 2,21 млрд кВт/сехет.
ГЭС специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвата ун пек пысӑклатма шыв шайне хӑпартсан кӑна май килет-мӗн. Апла пулсан, Атӑлти шыв 68 метр ҫӳллӗшне ҫӗкленес шанчӑк пур теме юрать.