Пӗремӗкӗн тутишӗн мар, ячӗшӗн. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнче пулнӑ. Пысӑк шайри пуҫлӑхсем е пысӑк мероприятисем иртнӗ чух тӗрлӗ курав йӗркелеҫҫӗ те, асӑннӑ муниципалитет та вырӑнти аталанупа паллаштарас тӗллевпе ун пеккине хатӗрленӗ.
Михаил Игнатьев культура центрӗнчи фойере райпо стенчӗ патӗнче чарӑнса тӑнӑ. Йӗпреҫре пулнӑ Андрей Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев «Волжские» пӗремӗке асӑрханӑ. Республика ертӳҫине ку ят тӗлӗнтернӗ. Ку вӑл йӗркеллӗ пулӑм мар, пӗремӗк «Ибресинские» ятлӑ пулмалла тенӗ республика пуҫлӑхӗ. «Брэнд пулать!» — тенӗ Михаил Васильевич райпо пайташне.
Илемлетме усӑ курнӑ тулӑ пучахне те асӑрханӑ республика ертӳҫи. «Тулли сирӗн мар-тӑр?» — кӑсӑкланнӑ вӑл. «Пирӗн! Тин ҫеҫ хиртен!» — куҫ хупмасӑр тыттарнӑ (урамра шартлама тӑнӑ чух, пӗҫ кӑкӗ таран юр выртнӑ чух уйра пучах ешермесси паллӑ ӗнтӗ) райпо ӗҫченӗ.
Михаил Игнатьев культура центрӗнчи фойере райпо стенчӗ патӗнче чарӑнса тӑнӑ. Йӗпреҫре пулнӑ Андрей Иванов журналист хыпарланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев «Волжские» пӗремӗке асӑрханӑ. Республика ертӳҫине ку ят тӗлӗнтернӗ. Ку вӑл йӗркеллӗ пулӑм мар, пӗремӗк «Ибресинские» ятлӑ пулмалла тенӗ республика пуҫлӑхӗ. «Брэнд пулать!» — тенӗ Михаил Васильевич райпо пайташне.