Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Валерий Туркая Тутарстан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 28.04.2011 19:15 | 3065 хут пӑхнӑ
Валери Туркай
Валери Туркай

Акан 18-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Нургалиевич Минниханов Хушу кӑларса Чӑваш халӑх поэтне Валерий Туркая Тутарстан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне парса чысланӑ.

Чӑваш халӑх сайчӗ пултаруллӑ сӑвӑҫа саламлать, пултарулӑх анинче малашне те тӑрӑшуллӑ ӗҫлеме сӗнет!

Сӑмах май, ыран, акан 29-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче поэт 50 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.

 

Валерий Владимирович Туркай 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетенче, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи А.В.Луначарский ячӗллӗ театр аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Чӑваш писателӗсен союзӗн илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюровӗнче, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш Республикин Профессионал писательсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлкуҫ ҫути» (1989), «Шурӑ фарфор чашӑк» (1994), «Турӑ питӗнчи куҫҫуль» (1996), «Пурнатпӑр-ха» (1999), «Чунӑм манӑн, чунӑм...» (2003).

#Комсомольски районӗ, #Тутарстан, #чыславсем, #Хырай Ӗнел

 

Комментари:

Айгиш // 2490.19.6438
2011.04.28 22:36
Валерий Туркай:"...Чĕтрет ӳт-пĕвĕм. Вĕçертетĕп
Тӳммӳсене хыпаланса.
Ак кăкăру тинех шуралчĕ,..."
Шанăçпи // 3895.20.0989
2011.05.03 14:48
Саламлатпăр! Маттур! Чăвашсене те хиплеççĕ! Сывлăх. ăнăçÿ, телей1

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем