Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, чӑвашсен пӗрремӗш киноактриси Тани Юн ҫуралнӑранпа 114 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна халалласа Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудин ӗҫченӗсем тата киноотрасльте вӑй хуракансем пултаруллӑ актрисӑн вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑна республикӑри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ Олег Цыпленков ертсе пынӑ.
Киноактрисӑна ҫӑкӑр-тӑварпа асӑннӑ, вӑл чӑваш кинематографийӗшӗн тата халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунине аса илнӗ. «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ пӗлтӗр ҫӗнӗрен чӗрӗлнинче те Иоаким Степановичпа Татьяна Степановнӑн тӳпи пуррине палӑртнӑ вӗсем. Тани Юна хисеп туса пуҫтарӑннӑ хастарсем унӑн палӑкӗ умне кашниех чӗрӗ чечек хунӑ.