Сӑрана рекламӑланӑшӑн явап тыттарӗҫ. Лавкка вырнаҫнӑ ҫурт ҫинче унӑн ячӗ ҫакӑнса тӑнӑ — «Свежее разливное пиво» (чӑв. Ярса памалли сӑра). Анчах лавкка ача-пӑча спорт шкулӗнчен 30 метрта кӑна вырнӑҫнӑ пулнӑ. Ҫитменнине, ҫывӑхра ача-пӑча лапамӗ пулнӑ.
Полици уйрӑмӗ ку рекламӑна саккунсӑр майпа вырнаҫтарнӑ тесе монополипе кӗрешекен службӑна пӗлтернӗ. Ведомство ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра лавкка ҫинчи реклама ҫухалнӑ. Баннера хура тӗспе сӑрланӑ.
Сӑмах май, ача-пӑча, вӗренӳ, медицина, санаторипе курорт, сывлӑха ҫирӗплетмелли организацисен, театр, цирк, музей, культура ҫурчӗ, концерт, курав залӗсен ҫывӑхӗнче алкоголь продукцине рекламӑлама юрамасть. Кунашкал реклама асӑннӑ учрежденисенчен 100 метр аяккарах пулмалла.