Чӑваш Енри икӗ районта пурӑнакан ҫынсем ҫулсене юртан тасатманран кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кунашкал ыйту Элӗк тата Етӗрне районӗсенче сиксе тухнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку ыйту сивӗчленсех пырать. Тӗслӗхрен, тӑватӑ полосаллӑ ҫул иккӗллӗ ҫеҫ юлнӑ.
2016 ҫулта ҫак икӗ районта тата Муркаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ҫулсене юртан тасатассишӗн урӑх организаци яваплӑ пулнӑ. Кӑҫал ку тивӗҫе пурнӑҫламашкӑн урӑх подрядчик выляса илнӗ. Унӑн ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх вара, кунашкал япӑх ҫулсем вӗсене ун умӗнхи организацирен юлнӑ. Халӗ вӗсем раштав уйӑхӗнче тата кӑрлачри каникулта ҫунӑ юра тасатаҫҫӗ-мӗн.
«Чӑвашупрдор» ҫирӗлетнӗ тӑрӑх вара, ҫӗнӗ подрядчик тӗрӗс мар сведенисем панӑ: техника сахалрах-мӗн, реагентпа та ҫавӑн пекех лару-тӑру. ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников килес умӗн организаци, ахӑртнех, ҫитменлӗхсене пӗр кунра пӗтерме шухӑшланӑ.