Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Хура Киремет халӗ те хӑйӗн хура ӗҫне тума пӑрахман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Васильева 17.01.2017 06:39 | 6851 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Автор: Васильева Галина Аркадьевна

Эпӗ Упи ялӗнче пурӑнатӑп. Вӑл Ҫавал шывӗ хӗрринче ларать. Анчах та ку тӗлте Ҫавал питӗ ансӑр та ӑшӑх. Инҫех те мар кӳлӗсем ҫуталса выртаҫҫӗ. Вӗсене тӗрлӗ сӑлтава кура ят панӑ. Тӗпсӗр кӳлӗ тесе ӗлӗк-авал кӳлӗ тӑршшӗне вун икӗ вӗрен ҫыхса виҫсе пӑхсан та ҫитейменнишӗн каланӑ. Торф кӑларнӑ вырӑнта пулса кайнӑскерне Торф кӳлли тенӗ. Йывӑҫсем ӳснине кура Сархурӑн кӳлли ят панӑ. Пирӗн тӑрӑхра шыв ытларах ҫырмасенче. Ҫавӑнпа та кунти ялсем ҫырмасем тавра вырнаҫнӑ. Вӗсене ял ячӗпе Кушар ҫырми, Тусай ҫырми тенӗ. Пӗвесем те пур пирӗн енче. Ултӑ пӗверен иккӗшне тӑвакан ҫыннӑн ячӗпе панӑ: Йӑван пӗви, Акахвун пӗви. Пӗвен калӑпӑшне, тарӑнӑшне кура пӗрне Мӑн пӗве, теприне Тарӑн пӗве тенӗ. Ӑҫта ларнине палӑртса пиллӗкмӗш пӗвине Униче пӗви тесе каланӑ. Мана ытларах Хура Киремет пӗви мӗне пӗлтерни кӑсӑклантарчӗ.

Ман кукаҫин йӑхӗ — авалхи йӑх. Упахимпа Телейпи ятлӑ ҫынсенчен пулса кайнӑ. Упахим каласа панине ачисем ламран-лама ҫитернӗ. Кукаҫи мана хӑй мӗн пӗлнине каласа пачӗ.

Ӗлӗк чӑвашсем Киремете ӗненнӗ. Вӑл Туррӑн шӑллӗ пулнӑ. Вӗсем пӗлӗт ҫинче пурӑннӑ. Турӑ ырӑ ӗҫсем тунӑ, Киремет усал пулнӑ. Малтанах Киремет Турӑ хушнипе виҫӗ лаша кӳлсе ҫӗр ҫинчи ҫынсене сут туса ҫӳренӗ. Ҫынсене япӑхланма хистенӗшӗн Турӑ ӑна ҫӗр ҫине хӑваласа янӑ. Вара Киремет ҫырмасенче пурӑнма пуҫланӑ. Вӑл чӑвашсене пур енчен те хӗстерме тытӑннӑ. Киремет чӑвашсем ҫине чир-чӗр, инкек-синкек янӑ. Ҫавӑнпа Киреметрен пурте хӑранӑ. Ҫынсем ун кӑмӑлне ҫемҫетме тӗрлӗ йӑла-йӗрке ирттернӗ. Кашни ҫемье хӑйӗн килӗ умӗнче хурама йывӑҫҫи ӳстернӗ. Ҫав йывӑҫ патӗнче кӗл тунӑ. Ялтан инҫех мар пысӑк ҫырма пулнӑ. Ҫавӑнта ял халӑхӗ кӗрхи ӗҫсене пӗтерсен ноябрь уйӑхӗнче(чӳк уйӑхӗнче) Киремете чӳклеме пухӑннӑ. Чи малтан килте сурӑх пуснӑ, сӑра вӗретнӗ, шурӑ ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Ялпа пухӑнса ятарласа пӗр шурӑ лаша илнӗ. Ун ҫине ҫамрӑк ҫынна лартса ҫырма тавралла чуптарнӑ. Унтан лаша ҫине шывпа сапнӑ. Лаши чӗтренсе илнӗ пулсан, Киремет парнене йышӑнать тенӗ. Вара лашана кунтах пуснӑ. Ҫырма хӗрринче тутлӑ пӑтӑ, лаша ашӗ пӗҫерсе ҫинӗ, кӗл тунӑ. Ачасен сывлӑхӗшӗн, ҫемьешӗн, выльӑхсемшӗн йӑлӑннӑ. Ҫапла вара ку вырӑн чӑвашсен таса вырӑнӗ пулнӑ. Кашни киреметӗн хӑйӗн хуҫи, сыхчи пулнӑ. Вӑл киремет лаптӑкне пӑхса, тасатса пурӑннӑ. Унӑн ҫурчӗ, хурал пӳрчӗ киремет тулашӗнче ларнӑ.

Вӑхӑт шунӑ. Чӑвашсене вӑйпах вырӑс тӗнне кӗртнӗ. Христос тӗнне пӑхӑнакансем киремет ҫурт-йӗрне, лаптӑкӗнчи юпа кӳлеписене ҫунтара-ҫунтара янӑ. Киремете пӑхакансене хӑратнӑ, вӗсене ятран-сумран кӑларнӑ.

Каярахпа юмӑҫсем тӗрлӗ чир-чӗртен халӑха сывататпӑр тесе ҫак вырӑна тухатнӑ япаласем киле-киле пӑрахнӑ. Ҫынсене пӑсмалла, чирлеттермелле, вилмелле туса панисене те кунтах килсе пӑрахнӑ. Ҫакӑн пек хура ӗҫсем хыҫҫӑн ку ҫырмана Хура Киремет ҫырми теме пуҫланӑ.

1960-мӗш ҫулсенче ҫырмана пӳлсе пӗве тунӑ. Ҫӑлкуҫсем нумай пулнипе шыв тулӑх тӑнӑ. Ял хуҫалӑхӗ ҫак шывпа уйсене шӑварнӑ. Вӑйлӑ тыр-пул, ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ туса илнӗ. Шыва пулӑсем ӗрчетме янӑ. Ялти пулла ҫӳреме юратакансем паянхи кун та ҫак пӗвене пулӑ тытма ҫӳреҫҫӗ. Карас, уланкӑ, кӑртӑш, ҫӑрттан, ҫуйӑн питӗ лайӑх кӗрет вӑлтана. Пӗвери шыв тӑрӑ, таса. Ҫавӑнпа кунта аякран та машинӑсемпех шыва кӗме килеҫҫӗ. Ҫуллахи шӑрӑх кун кӗтӳ тапӑра анать. Ӗнесем хырӑм ай таран уҫӑлтаракан шыва кӗрсе тӑраҫҫӗ.

Анчах Хура Киремет халӗ те хӑйӗн хура ӗҫӗсене тума пӑрахман. Темиҫе ҫул каярах пирӗн ялти Антуни ятлӑ хӗрарӑм Хура Киремет патӗнче ӳсекен хурама айӗнче пукане курнӑ. Пуканине туй арӑмӗ пек тумлантарнӑ пулнӑ. Кӗмӗл тӗслӗ тенкисем хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑнӑ. Антуни ытараймасӑр ҫав пуканене алла тытса пӑхнӑ. Ҫавӑнтан вӑл питӗ чирлесе кайса хӑвӑрт ҫӗре кӗчӗ. Пӗлтӗр пӗр ар ҫын шыва путса вилчӗ. Кӑҫал та трактористсем суха тунӑ чухне выльӑхсен пуҫ шӑммисене тупни ҫинчен калаҫрӗҫ. Ҫынсем Хура Киреметре тупнӑ укҫасене, япаласене илмеҫҫӗ, аякран пӑрӑнса утаҫҫӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Упи, #Красноармейски районӗ, #йӑла-йӗрке, #тӗн, #Мӑн Ҫавал, #чӑвашлӑх

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем