Шупашкар хулинче урамсене тата картишсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ. Пӗрремӗш юр чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех ӳкнӗ. «Дорэкс» акционерсен обществи ҫав вӑхӑтранпа 152 пин кубла метр юр турттарнӑ. Ҫав шутран 142 кубла метрне чӳк тата раштав уйӑхӗсенче илсе тухнӑ. Предприятин диспетчер служби пӗлтӗр ҫав тапхӑрта мӗн чухлӗ турттарнине те танлаштарса пӑхнӑ. Ун чухне 49 пин кубла метр кӑна пуҫтарӑннӑ, 2014-мӗш ҫулта вара — 31 пин.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари юра икӗ полигонта пухаҫҫӗ: Калинин районӗнче («Промтрактор» савутӑн тасатмалли сооруженийӗ ҫывӑхӗнче) тата Мускав районӗнче (Б. Хмельницкий урамӗнче). Вӗсенче юра талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, юра управляющи компанисемпе ытти предприяти-организацисем те турттарса каяҫҫӗ.