Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш куҫӑмсӑр турӗ вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 14.04.2011 23:49 | 2330 хут пӑхнӑ

Республикӑри районсем хушшинчи «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш куҫӑмсӑр турӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районӗнчи вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен меслетлӗх ушкӑнӗ йышӑннипе ирттернӗ. Ушкӑн ертӳҫи — З.П.Михайлова. Вӑйӑ конкурс авторӗ тата ӑна пуҫарса йӗркелесе пыраканӗ — В.М. Михайлов.

Конкурс акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен пычӗ. Унта хутшӑнакансен «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс сайтӗнче 35 ыйтуран тӑракан тест ыйтӑвӗсем ҫине онлайн (тӳрӗ ҫыхӑнура) хуравламаллаччӗ. Сайта пурӗ 382 ача кӗрсе ӗҫе пурнӑҫлама ҫырӑннӑ. Вӗсенчен 262-шӗ тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Тулли хурав памашкӑн 230 ача ҫеҫ пултарнӑ. Вӗсенчен вӑйӑ конкурсӑн куҫӑм (иккӗмӗш) турне хутшӑнма 68 ача ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен ятлӑхне http://chuvsite.ucoz.ru/ сайтран уҫласа илме пулать.

Районсем тӑрӑх кам мӗнле хутшӑннине шута илес пулсан, вӗрентекенсемпе ачасен хастарлӑхӗ ҫапларах курӑнать:

Вӑрмар районӗ — 62

Сӗнтӗрвӑрри районӗ — 62

Элӗк районӗ — 54

Красноармейски районӗ — 49

Канаш районӗ — 42

Шупашкар хули — 26

Тутарстан — 19

Шупашкар районӗ — 9

Куславкка районӗ — 9

Хӗрлӗ Чутай районӗ — 9

Елчӗк районӗ — 9

Етӗрне районӗ — 8

Ҫӗрпӳ районӗ — 8

Муркаш районӗ — 6

Комсомольски районӗ — 5

Патӑрьел районӗ — 2

Йӗпреҫ районӗ — 1

Вӑрнар районӗ — 1

Ҫӗнӗ Шупашкар хули — 1

Мускав хули — 1

 

Конкурсӑн куҫӑм турӗ Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче акан 21-мӗшӗнче пулать. Вӑл 11 сехетре пуҫланать. Унта пыма кӑмӑл тӑвакансен mixaj_58@mail.ru электрон почтипе ҫыру-хыпар ямалла. Темине «Конкурс знатоков чувашской грамматики» тесе палӑртмалла. Унӑн хурмине (формине) http://chuvsite.ucoz.ru/ сайта вырнаҫтарнӑ.

#Канаш районӗ, #Элӗк районӗ, #конкурссем, #ӑмӑртусем, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #Вармар районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар, #Тутарстан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvsite.ucoz.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем