Депутатсем «фанфурикпа» ҫанӑ тавӑрсах кӗрешеҫҫӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем аптекӑсенче спиртлӑ шӗвеке сутас енӗпе ҫирӗп йышӑнусем тума сӗннӗ. Вӗсем ку ыйтупа РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата Патшалӑх Думин председателӗ Вячеслав Володин патне тухнӑ.
Чылай аптекӑра «фанфурика» ҫӑмӑллӑнах туянма пулать. Ытларах чухне ӑна ватӑ ҫынсем ыйтаҫҫӗ. Пӗрисем сипленеҫҫӗ, теприсем вара сывлӑхне пӗтереҫҫӗ. Ытларах чухне «Асептолин» туянаҫҫӗ. Вӑл хаклах мар, кӗленчи те пысӑкрах. Анчах унта — этил спирчӗ. Кӑҫал 163 ҫын суя эрехпе наркӑмӑшланнӑ.
«Фанфурик» ӗҫекенсем ытларах чухне гепатитпа, панкреатитпа, хырӑм ҫӗрнипе нушаланаҫҫӗ. Анчах палӑртмалла: аптекӑсем спиртлӑ шӗвек сутса саккуна пӑсмаҫҫӗ. Чылайӑшӗ кунашкал тупӑшран пӑрӑнма хирӗҫ. «Фанфурик» ыйтӑвне татса парас тесен федераци шайӗнче саккун йышӑнмалла. Ҫавӑнпа чӑваш депутачӗсем Мускава каясшӑн, ҫакна татса парасшӑн.