Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак ен — Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович аслӑ категориллӗ учитель, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Конкурс материалӗсен рецензенчӗ — Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Виноградов Ю.М. профессор.
Акӑ, 2011 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче районсем хушшинчи «Ҫамрӑк ӑсчах-2011» V инҫет вӑйӑ-конкурс пуҫланать. Вӑйӑ конкурс йӗркине ҫакӑнта тупма пулать: http://aschah.chuvash.org/blog/index.php?entryid=3
Вӑйӑ конкурс икӗ турпа иртет. Пӗрремӗш тур — куҫӑмсӑр тур. Вӑл инҫет майпа «Ҫамрӑк ӑсчах-2011» вӑйӑ-конкурсӑн сайчӗ урлӑ иртет, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пырать. Иккӗмӗш тур — куҫӑм тур. Вӑл акан 21-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче иртет. Унта пӗрремӗш турта чи нумай балл пухнӑ 15 шкул ачи хутшӑнмалла.
Вӑйӑ-конкурс ҫӗнтерӳҫи «Ҫамрӑк ӑсчах-2011» медале тата I степенлӗ Диплома ҫӗнсе илӗ. Призерсемпе финала хутшӑннисем вара — II тата III степенльӗ Диплома тивӗҫӗҫ.
