Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хӑлату

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Г. Тусли 11.03.2011 11:26 | 2056 хут пӑхнӑ

Манӑн алӑра Трак тӑрӑхӗнчи Тусай ялӗн историйӗпе паллаштаракан сенкер хуплашкаллӑ «Хӑлату» («Городище») кӗнеке. Ӑна иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче республикӑн тӗп хулинчи «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире кун ҫути кӑтартнӑ.

Унӑн авторӗ — Трак енте ҫеҫ мар, Чӑваш Республикинче ят-сума тивӗҫнӗ, вӑрҫӑпа педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ, районти Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Михаил Прохорович Прохоров. Сӑмах май ку авторӑн иккӗмӗш кӗнеки. Малтанхи «Вут-хӗмре иртнӗ ҫамрӑклӑх» 2006 ҫулта ҫапӑнса тухнӑччӗ.

М. Прохоров таврапӗлӳҫӗне темиҫе ҫул ӗнтӗ хӑй ҫуралса ӳснӗ, ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне ҫыхӑнтарнӑ Мӑн Ҫавалпа Сурӑм юханшывӗсем тӑрӑхӗнче вӑй илнӗ Тусай ялӗ пуҫланса кайни (ҫак йыша чутайсемпе шӑмарсем кӗреҫҫӗ), вӗсен мухтавлӑ ҫыннисен пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне, кун-ҫулне тата вӑрҫӑ тапхӑрне тӗпчесе уйрӑм кӗнекепе пичетлесе кӑларас шухӑш-кӑмӑл канӑҫ паман. Ентешӗмӗр ку тӗлӗшпе темиҫе хутчен те архивсенче пулнӑ, Тусай ялӗн историйӗпе ҫыхӑннӑ документсемпе материалсене, сӑнӳкерчӗксене пухнӑ, паллӑ ӑсчахсен, историксен, тӗпчевҫӗсен кӗнекисене вуланӑ, усӑ курнӑ, ялти кашни ҫемьере тенӗ пекех ватӑсемпе курнӑҫнӑ, аса илӳсене ҫырса илнӗ.

Ҫук, алҫырӑвне алран кайтӑр тенешкел, «шӑйрӑксемпех» пичетлеме васкаман, вӑл ӑна тӗрлӗ хушӑмпа, тӳрлетӳсемпе пуянлатнӑ, чӗлхе саккунӗсене, орфографи правилисене пӑхӑнса корректура витӗр кӑларнӑ.

«Хӑлату» кӗнеке автор ҫинчен пӗлтерекен ум сӑмахпа уҫӑлать, унсӑр пуҫне кунта «Эпир ӑҫтан тата камсем?», «Монголи пусмӑрӗнче», «Хӑлату», «Тусайсем Тӑван ҫӗр-шывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче», «100 ҫул ытла пурӑннӑ», «Тусай ялӗнчен тухнӑ учительсем» — пурӗ 30 ытла статья ҫапӑннӑ.

Мӗне пӗлтерет-ха «Хӑлату»? Ял варрипе тӑсӑлакан аслӑ ҫырмана «Хӑлату» ҫырми теҫҫӗ. Сылтӑм енӗ вара ӗмӗрӗпех Шӑмар, сулахай енчи Чутай ялӗсем пулнипе историре йӗр хӑварнӑ.

— Ҫав вӑхӑтра вӗсене пӗрлештерсе Тусай ялӗ теҫҫӗ. «Эсир хӑш ялсем?» тесе ыйтсан мӗн ӗлӗкренпех: «Эпир Тусай ялӗнчен», — тесе ҫирӗплетет автор.

М. Прохоров Тусай ялӗ еплерех пуҫланса кайнине, историпе ҫыхӑннӑ материалсене тарӑннӑн вуласа-тишкерсе «Тусай ялӗ» статьяра сӑнласа панӑ.

Тусай ялӗнчен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче (1941—1945) ҫӗр-шыв ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫса 86 ҫын пуҫне хунӑ, 106-шӗ вӑрҫӑ хирӗнчен тӑван киле таврӑннӑ. Паян вӗсенчен 5 фронтовик кӑна пурӑнать.

Таврапӗлӳҫӗ иртнӗ вӑрҫӑн мухтавлӑ ҫыннисене, ӑслӑлӑхпа техникӑра, ял хуҫалӑхӗнче, сывлӑха сыхлас ӗҫре, вӗрентӳпе культурӑра, ҫар ӗҫӗнче тата ытти ҫӗрте вӑй хурса палӑрнӑ, халӗ те халӑх ырлӑхӗшӗн пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне, вӑй-халне паракан пултаруллӑ ҫынсене ят-хушаматранах асӑнать. Тӗрӗссипе, «Хӑлату» кӗнеке паянхи Тусайӑн ӗлӗкхи тата хальхи сӑн-сӑпачӗ, тӗкӗрӗ вырӑнӗнчех. Е пысӑклатарах каласан, «Хӑлату» вырӑнти халӑхшӑн, кунта ҫуралса халӗ аякра тӗпленнисемшӗн килсерен упрамалли энциклопеди вырӑнӗнчех юлать.

#кӗнекесем, #Красноармейски районӗ, #Тусай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем