Тусай (выр. Досаево) — Чӑваш Республикин Красноармейски районӗнчи ял, вӑл Упи ял тӑрӑхне кӗрет.
Республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫитме 69 километр, район центрне, Красноармейски ялне, ҫитме — 11 километр, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 23 километр.
Яла 1964 ҫулхи акан 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Шӑмар-Тусай тата Чаттай-Тусай ялӗсене пӗрлештерсе ҫирӗплетнӗ. 1964 ҫултанпа 1965 ҫулччен ял Ҫӗрпӳ районне кӗнӗ, 1965 ҫултанпа вара Красноармейски районӗнче шутланать.
Ялти халӑх йышӗ ҫулсемпе:
Наци йышӗнче тӗпрен илсен чӑвашсемпе тутарсем пурӑнаҫҫӗ.
Ял территорийӗнче «Досаево» ял хуҫалӑх эртелӗ (кооперативӗ) ӗҫлет. Тусай ялӗнче фельдшер пункчӗ, ял клубӗ, стадион тата икӗ лавкка пур.
Тусай ялӗпе ҫак паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗ ҫыхӑннӑ:
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 