ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Транспорт министерствин ӗҫченӗсене тата Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхне критикленӗ. Йӑлтах – пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне Боинг самолет хулара анса ларсан полосаран тухса кайнине пула. Ун чухне яваплӑ ҫынсем тивӗҫлипе тата хӑвӑрт ӗҫлеменшӗн Михаил Васильевич кӑмӑлсӑрланнӑ.
Самолетри ҫынсем салонра 2 сехет ларнӑ. Турех трап илсе килме никам та шухӑшламан, самолета туртса кӑларма хӑтланнӑ. Михаил Игнатьев вара самолет полосаран тухса кайни пирки ҫийӗнчех пӗлмен. Тӗрӗссипе, ӑна ун пирки тӳрех хыпарламан. Ҫакӑншӑн та кӑмӑлсӑрланнӑ вӑл.
Транспорт министрӗ Михаил Резников каланӑ тӑрӑх, аэропортри полосана ятарлӑ хутӑшпа сапнӑ. Унта Питӗртен килнӗ самолет ӑнӑҫлах анса ларнӑ. Унтан Боинг килнӗ, анчах ун умӗн полосана сапса ӗлкӗреймен-мӗн. Ҫапла 184 ҫын салонра 2 сехет ларнӑ.