Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ муниципалитет территорийӗнче пӗччен пурӑнакан ватӑсене палӑртас, пулӑшу кирлӗ пулсан вӗсене стационарлӑ уйрӑмсене вырнаҫтарас енӗпе самай тимлет. Хӳтлӗх кирлӗ кинеми-мучисен палӑртас тӗллевпе вӗҫӗмех ял тӑрӑхӗсене кайса ҫӳрет. Нумаях пулмасть центр специалисчӗсем Чӑрӑшкасси, Ишек тата Тутаркасси тӑрӑхӗсенчи ватӑсен пурнӑҫӗпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ. 18 ватӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсенчен тӑваттӑшне пулӑшу кирлине палӑртнӑ. Вӗсене валли социаллӑ ӗҫчене уйӑрса парӗҫ. Ҫула тухнӑ специалистсем социаллӑ ӗҫченсем вырӑнта епле тимленине те пахаланӑ. Районтан ҫитнисем 11 ватӑ патне кӗрсе вӗсен пурнӑҫӗпе тата соцӗҫченсене кинеми-мучисем епле хакланипе кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |