Ӗнер иртнӗ Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн иккӗмӗш сессине депутатсенчен пӗр пайӗ хутшӑнман. Пынисенчен те хӑшӗсем лару вӗҫлениччен кӗтсе тӑман — тӑхтав вӑхӑтӗнче тухса шӑвӑннӑ.
Йыш сахалли чӑваш парламенчӗн спикерне Валерий Филимонова килӗшмен. «Прогулшӑн Патшалӑх Думинчи пек яваплӑх кӗртесси пирки пирӗн те шухӑшласа пӑхма юрать», — тенӗ вӑл тӑхтав вӑхӑтӗнче «Правда ПФО» журналистне. Ҫапах та хӑш-пӗр депутат вырӑнлӑ сӑлтава пула сессине хутшӑнайман иккен — республикӑна ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерствин делегацийӗ килнӗ. Депутатсенчен хӑшӗсем (халӑх тарҫисем хушшинче предприяти пуҫлӑхӗсем пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ) аграри ведомствипе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑннӑ-мӗн.
Ӗнерхи сессире депутатсене халӑх тарҫи пулнине ӗнентерекен значоксем тыттарнине эпир кӑшт маларах пӗлтерме ӗлкӗртӗмӗр.