Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Медаль парса чысларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.02.2011 15:21 | 2253 хут пӑхнӑ
Комсомольски сали. foto.cheb.ru сӑнӗ
Комсомольски сали. foto.cheb.ru сӑнӗ

Паянхи кун Комсомольски районӗнчи пушар хуралӗнче 20 ҫын ытла вӑй хурать. Кунсерен унта вӑтамран 3—4 ҫын дежурствӑра хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Вут-ҫулӑм тухсан тӳрех ҫула тухаҫҫӗ, инкекрен ҫынсене ҫӑлаҫҫӗ. Пурлӑха упраса хӑвараҫҫӗ.

Пушар хуралӗн 31-мӗш пайӗн ӗҫченӗсемшӗн иртнӗ тунтикун, нарӑсӑн 7-мӗшӗнче, чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Ҫак кун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Чӑваш Республикин пушара хирӗҫ кӗрешекен служби» ПУ начальникӗ В.Ф. Игнатьев унта ӗҫлекенсене «Участникам ликвидации пожаров в 2010 году» (2010 ҫулти пушарсене сӳнтерекенсене) медальсем парса чысларӗ. Наградӑсене илме районти пушар хуралӗн республикӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче вӑрман сӳнтерсе палӑрнӑ ӗҫченсем тивӗҫ пулнӑ. Вӗсем: Иван Николаевич Порфирьевпа Андрей Владимирович Прохоров караул начальникӗсем, Алексей Владимирович Шемекеев, Александр Сергеевич Самарин, Герман Николаевич Крылов, Андрей Сергеевич Самарин, Николай Николаевич Лупов, Анатолий Федорович Тихонов, Андрей Николаевич Жуков, Сергей Петрович Жуков, Николай Витальевич Мамуткин, Сергей Павлович Краснов пушар хуралӗн ӗҫченӗсем.

Шупашкартан килнӗ начальнике ӗҫченсем куллен-кун тӗл пулакан лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ ыйтусем те пачӗҫ. Пӗрин удостоверенийӗ срокран тухнӑ, теприн — техникӑн сапас пайӗсем. Валерий Филимонович пурин ҫине те тулли хурав пачӗ. Ҫавӑн пекех мероприятие район администрацийӗн гражданла оборона тата чрезвычайлӑ ситуацисен тӗп специалисчӗ Н.А.Хайруллов та хутшӑнчӗ.

#Комсомольски, #Комсомольски районӗ, #чыславсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем