Ҫак уйӑхра Чӑваш Енре кӑкӑр ракӗпе кӗрешмелли уйӑхлӑх иртет. Ӑна юпа уйӑхӗнче ҫулсерен ирттерессине Сывлӑх сыхлавӗн пӗтӗм тӗнчери организацийӗ йӗркеленӗ.
Кӑкӑр шыҫҫине пула сахал мар хӗрарӑм куҫне хупнине кура мероприятин тӗллевӗ шутӗнче чире вӑхӑтра палӑртасси те. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ кӑкӑр шыҫҫипе, ытти онкологи чирӗпе танлаштарсан, ытларах аптӑрать. Пирӗн республикӑра ку амакпа ҫулсерен 400-е яхӑн хӗрарӑм чирлет. Кунтан та хӑрушӑраххи — чирлекенсен йышӗ ҫулсерен ӳссе пыни.
Республикӑри онкологи диспансерӗнче уйӑхӗпех тӗрлӗ мероприяти иртмелле. Паян унта ятарлӑ конференци ӗҫлӗ. Юпан 17-мӗшӗнче 13 сехетре пациентсен шкулне йыхравлаҫҫӗ. Кӑкӑр валли туса кӑларакан хальхи вӑхӑтри протезсем, аялтан тӑхӑнмалли ҫипуҫпа паллаштарӗҫ. Юпан 28-мӗшӗнче 13 сехетре кӑкӑр шыҫҫине епле уйӑрмаллине вӗрентӗҫ. Тепӗр кунхине, 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, Уҫӑ алӑксен кунне йӗркелӗҫ.