«Ҫыннӑн 21 ҫул тултариччен хӑрушлӑх туйӑмӗ ҫук. Вӑл вилме пултарасси пирки шухӑшламасть. Ҫавӑнпа эпир водитель правине 21 ҫултан ҫеҫ пама юрани пирки калатпӑр», — ҫапла каланӑ РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин психиатри енӗпе штатра тӑман специалисчӗ Зураб Кекелидзе.
Кун пирки вӑл журналистсене юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Хальлӗхе ку тӗлӗшпе саккун проектне хатӗрлени пирки сас-хура ҫук.
Тӗлӗнмелле те, нумаях пулмасть Патшалӑх Думине пачах урӑхла сӗнӳ ҫитнӗ: водитель правине 16 ҫултан памалла имӗш. Анчах унпа юнашар 3 ҫул каялла права илнӗ водитель лармалла. Пӗччен ҫӳрекенсене штрафлама сӗннӗ: 2,5-3 пин тенкӗлӗх.