Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Халӑх ҫӳпҫинчен...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.01.2011 20:49 | 2135 хут пӑхнӑ

Чӑваш кӗнеке издательствинче тин кӑна ҫӗнӗ паха кӗнеке пичетленсе тухрӗ — Никифор Наумовӑн «Халӑх ҫӳпҫинчен: этнографи ӑнлавӗсен пуххи».

Кӗнекере 19 пай — чӑвашсен пурӑнмалли вырӑнӗсем, ял тавралӑхӗ, кил-ҫурт таврашӗнчи хӳтлӗх-хуралтӑ, кӑмака тумалли хатӗрсем, чӳлмек тумалли ӗҫ хатӗрӗсем, савӑт-сапа, катка-пичке, ял хуҫалӑхӗ, урапа-ҫуна пайӗсем, пулӑ тытмалли ӗҫ хатӗрӗсем, сунар хатӗрсем, апат-ҫимӗҫ, тумтир, эреш, пир-авӑр, тирҫӗ ӗҫӗ, музыка инструменчӗсем, авалхи теттесем. Хӑшӗ-пӗри вӗсемпе паллашнӑ та ӗнтӗ — хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем «Хыпарта» пичетленсе пычӗҫ.

«Халӑх ҫӳпҫинчен...» кӗнекере — тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ енлӗ ӑс-хакӑлӗ, пурлӑх пуянлӑхӗ, чӑваш аталанӑвӗ. Вӗсемсӗр пирӗн пурнӑҫӑмӑр тулли мар, аваллӑхран килекен ҫыхӑну татӑлать.

Статьясен содержанине туллинрех уҫра парас тӗллевпе кӗнекене ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Чылайӑшне журналсемпе справочниксенчен илнӗ. Ҫак ӗҫре ӑна чи ҫывӑх ҫыннисем — мӑшӑрӗ Евгения Петровна, ывӑлӗ Петр — пулӑшнӑ.

Чаваш халӑх академииӗн хисеплӗ президенчӗ Виталий Станьял кӗнеке пӗлтерӗшӗ пирки ҫапла ҫырать: «...ӗҫ хатӗрӗ, музыка инструменчӗ, тумпа тӗрӗ, халӑх кухни тата ытти пирки кирек хӑш вулаканӑн та хӑйӗн шухӑшӗ пур, паллах. Апла пулин те Никифор Егорович пире сӗнни — ҫакнашкал кӑмака, хӑшӗнчен «ташлама» кайма питӗ ҫӑмӑл. Ҫак кӗнекере — аслӑ пуянлӑх списокӗ. 19 пайран кашнине тата вун-вун пӗчӗк пая ваклама тата вӗсемпе уйрӑм докладсемпе диссертацисем ҫырма пулать. Халӑх ҫӳпҫин ҫивиттийӗ кӑшт ҫеҫ уҫӑлнӑ-ха тата ӑна кайӑк вӗҫевӗн ҫӳллӗшӗнчен ҫеҫ тӗпченӗ-ха. Унта мӗн пуррине ҫӳлӗксем ҫине хурса тухас пулсан Менлелеевӑнни пек хӑйне майлӑ таблица кирлӗ!..»

Кӗнекене эсир хулари кӗнеке лавккисенче туянма пултаратӑр!

#кӗнекесем, #Чӑваш кенеке издательстви

 

Комментари:

аккас // 3128.8.3356
2011.02.01 19:10
питĕ чаплă та кирлĕ кĕнеке ĕнтĕ ку,тăрăшса илсе вуламалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем