Ыран Шупашкарта Сӗт фестивалӗ уҫӑлать. Ӑна юратакансене тӗп хулари «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче кӗтеҫҫӗ. Вӑл унта 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пулӗ.
Фестивальте конкурссем йӗркелӗҫ, сывлӑх центрӗ ӗҫлӗ. Унта сӗте тата юр-вара мӗнле тӗрӗс ӗҫмелли-ҫимелли пирки каласа кӑтартӗҫ. Фестивале килекенсем сӗт тутанса пӑхӗҫ, тӗрлӗ конкурса хутшӑнӗҫ. 9 сехетре концерт пуҫланӗ. Каток ҫинче ярӑнма та май пулӗ.
Уява Чӑвашри паллӑ сӗт предприятийӗсем хутшӑнӗҫ. Фестивале экологи тӗлӗшӗнчен таса, усӑллӑ апат-ҫимӗҫе пропагандӑлас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Хальлӗхе республикӑра пурӑнакансем кирлӗ нормӑран 77 процентне ҫеҫ ӗҫеҫҫӗ. Сӗте Чӑваш Енре нумайрах туса илеҫҫӗ, ҫавӑнпа ку кӑтарту сахал.