Кӑҫал республикӑра наркотик хутӑшӗсене сутнӑшӑн 46 ҫынна уголовлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ку кӑтарту савӑнтармасть, анчах Чӑваш Енре наркоманипе чирлӗ ҫынсен йышӗ чакса пынине пӗлтереҫҫӗ.
Лару-тӑрӑва тата лайӑхлатасси пирки антинаркотик комиссийӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ. Ӑна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӗркеленӗ.
Йӗрке хуралҫисем, тухтӑрсем, вӗрентекенсем, социаллӑ служба тата вырӑнти влаҫ ӗҫченӗсем пӗрле ҫанӑ тавӑрса ӗҫлесен наркоманипе кӗрешме чылай ҫӑмӑлрах. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ҫын наркотик тата психотроплӑ хутӑшсене тутаннине тӳрех тупса палӑртни пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлтернӗ.
Наркологи служби республикӑра 990 ҫынна «наркомани» диагноз лартнӑ. 2102 ҫын сиенлӗ ҫак хутӑшпа виҫине пӗлмесӗр айкашать. Паянхи кун тӗлне наркотикпа туслӑ ҫул ҫитмен 23 ача шутра тӑрать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку кӑтарту 35 процент чакнӑ.
Пӗлтӗр шкулта вӗренекен 15 ҫултан аслӑрах 20 пин ача тестировани витӗр тухнӑ. Наркотик тутанма пултаракан ушкӑн йышне 102-ӗн кӗнӗ. Михаил Игнатьев вӗсен тӗлӗшпе тимлӗ пулмалли пирки асӑрхаттарнӑ.