Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чи тарӑн скважина — Раҫҫейре

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.01.2011 12:04 | 1711 хут пӑхнӑ
Ӑтапту вырӑнта
Ӑтапту вырӑнта

«Новости» ИА пӗлтернӗ тӑрӑх Exxon Neftegas компани нумай пулмасть Сахалинта («Сахалин-1» проектпа ӗҫленӗ май) 12,345 ҫухрӑм тарӑнӑш скважина чавнӑ — хальхи вӑхӑтра вӑл тӗнчере чи тарӑнни шутланать.

Унччен чи тарӑн скважина Катар патшалӑхӗнче пулнӑ, ун тӑршшӗ 12,289 ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна 2008 ҫулта Maersk Oil компани валли Transocean чавнӑ пулнӑ. Совет вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра тепӗр тарӑн шӑтӑк пулсаччӗ — Кола скаважинин тарӑнӑшӗ 12,261 ҫухрӑмпа танлашнӑччӗ. 2010 ҫулта Мексика кӳлмекӗнче путнӑ платформа скважинин тӑршшӗ 10 ҫухрӑм ҫурӑ ытларах ҫеҫ пулнӑ. Вӗсенчен 1,2 ҫухрӑмӗ шыв тӑрӑх иртнӗ.

Сахалинти скаважинӑна Ӑтапту (выр. Одопту) вырӑнта чавнӑ. «Сахалин-1» проекта унсӑр пуҫне Чайво тата Аркутун-Тӑка (выр. Аркутун-Даги) вырӑнсем кӗреҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле шутласан унти нефт калӑпӑшӗ 307 миллион тоннӑпа танлашать тесе шутлаҫҫӗ. Газ пуянлӑхӗ 485 миллиард куб метрпа тан.

#Раҫҫейре, #экономика

 

Комментари:

2011.01.30 14:31
Сахалинти скаважинăна Ăтапту (выр. Одопту) вырăнта чавнă.

Хальхи вăхăтра скважинăсене пăралаççĕ, чавмаççĕ.
2011.01.30 15:49
Аçтахар Плотников
Ну пăраланă пултăр :) //сăмаххи пуçа кĕмерĕ çав...
2011.01.30 16:40
Ĕлĕк чăнах та нафтине(нефть)пусă чавса пуçтараччĕç...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем