Элӗк районӗнчи Пӗчӗк Карачура ялӗнче пурӑнакан Лидия Онуфриева пахчинче чӑн-чӑн клуб туса лартнӑ. Хӑйӗн анкартине илемлетме вӑл чирленӗ хыҫҫӑн шухӑшланӑ.
Лидия патне килекен хӑнасене нумай кӳлепе кӗтсе илет: пӑши, Баба-Яга, юмахри гном, чӑваш пики, ҪҪХПИ ӗҫченӗ. Хӑш-пӗр водитель ҫул-йӗр ӗҫченне курсан хӑвӑртлӑхне те чакарать-мӗн.
Анкартинче хӑйӑр купи, сцена, ача-пӑча валли ҫурт та пур. Ялта клуб ҫук, ҫавӑнпа ял халӑхӗ унта пухӑнма кӑмӑллать. Ачасем выляҫҫӗ, сцена ҫине хӑпарса сӑвӑ вулаҫҫӗ, аслисем вара хӑйсен ыйтӑвӗсене сӳтсе яваҫҫӗ. Кӳршӗ ялтан та килеҫҫӗ унта.
Пӗлтӗр Лидия Онуфриевӑн кил-тӗрешӗ хӑтлӑх енӗпе республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хӗрарӑм кунпа ҫырлахасшӑн мар-ха, Чӑваш Енре пӗрремӗш пуласшӑн вӑл.