Чӑваш Енре пурӑнакан 366 пин ытла пенсионера ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пенсипе пӗрле 5-шер пин тенкӗ тыттарӗҫ.
Ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ мерӑна пурнӑҫа кӗртме пирӗн республикӑна кӑна Мускавран 1,8 миллиард тенкӗ килсе ҫитӗ.
Укҫана илес тесен пенсионерсен ниҫта та чупса ҫӳремелле мар, заявлени ҫырса та аппаланма кирлӗ мар. Кун пирки РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗн пресс-служби татӑклӑнах пӗлтерет.
Пӗр хутчен паракан тӳлеве потребитель хакӗсем ӳснине саплаштарма пултӑр тесе йышӑннӑ. Иртнӗ ҫул, сӑмахран, инфляци виҫи 12,9 процентпа танлашнӑ. Страхлакан тата социаллӑ пенсие 4 процент кӑна индексациленӗ. Уйрӑмлӑхне 5-шер пин тенкӗ парса компенсацилесшӗн. Ун валли кӑҫалхи ҫурла—раштав уйӑхӗсене илнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни уйӑхшӑн пӗрер пин тенкӗ памалла.