Шупашкарта кӑҫал пӗрремӗш виҫӗреш ҫуралнӑ. Паян виҫӗ хӗрачапа амӑшне Пепкелӗх центрӗнчен киле янӑ.
Амӑшӗ Софийӑна, Миланӑна тата Валерийӑна биркӑсӑрах уйӑраять. Хӗр пӗрчисем ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Кашни 2 килограмран кӑшт ытларах тайнӑ. Хӗрарӑм вӗсене хӑйех ҫуратнӑ.
Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Геннадий Драндов каланӑ тӑрӑх, вӗсен виҫӗреш ҫурални 3-4 ҫулта пӗрре ҫуралать. Ҫулталӑкне 8 пин хӗрарӑм ҫуратнине шута илсен ку — сайра тӗслӗх.
Тухтӑрсем виҫӗреше тӗрӗсленӗ. Вӗсем сывах. Амӑшӗ Анастасия Леонтьева унӑн пулӑшуҫӑсем пуррине каланӑ. Ачасен асламӑшӗпе кукамӑшӗ хаваспах мӑнукӗсене пӑхӗҫ. Ҫемьере аслӑ ывӑл та пур. Дима 4 ҫулта. Вӑл та йӑмӑкӗсене пӑхма пулӑшӗ.