Сосновка поселокӗнче пурӑнакан Надежда Будковӑна ҫынна ҫӑлнӑшӑн чысланӑ. МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов хӗрарӑма хӑюлӑхӗшӗн тав тунӑ.
Йӑлтах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун йывӑҫ ҫуртра газ баллонӗ сирпӗнсе кайнӑ.
Надежда шава илтсе чӳречерен пӑхнӑ, хирӗҫ вырнаҫнӑ пӳртре ҫулӑм ялкӑшнине асӑрханӑ. Ҫурт патне чупса пынӑ ҫӗре чӳрече кантӑкӗсем тухса ӳкнӗ, пӑлтӑрта кил хуҫин ывӑлӗ ҫуннӑ тумтирпе тӑнӑ.
Хӑюллӑ хӗрарӑм ҫунакан ҫурта кӗме хӑраман — пушартан 23 ҫулти каччӑна илсе тухнӑ. Лешӗн ӳчӗн 50 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкскере пульница ӑсатнӑ. Ҫулӑма сӳнтермешкӗн 1,5 сехет кирлӗ пулнӑ.