ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ ҫын тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 7 ҫул 1 уйӑхлӑха янӑ.
Наталья Губина ведомствӑра алкоголь рынокне тата лицензилессине тӗрӗслекен сектор заведующийӗнче ӗҫленӗ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен Губина Корягин пулӑшнипе тӑватӑ коммерци организацийӗн директорӗсенчен сӗтев илнӗ. Пӗтӗмпе 480 пин тенкӗ кӗсйине кӗнӗ.
Вӗсене 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче шӑпах «хура» ӗҫ тунӑ чухне тытса чарнӑ.
Корягинӑн та явап тытма тивӗ. Ӑна 4 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне пӗрне — 4 миллион, теприне 1 миллион та 800 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӗсен малашне патшалӑх органӗнче, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлеме юрамасть.