Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: «Чӑваш бройлерӗн» акцине туянакан тупӑнман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.08.2016 16:12 | 1766 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир ҫырсах тӑтӑмӑр. Аса илтеретпӗр, унти бройлерсен самай пайне пусса тата сутса пӗтернӗ, ҫынсен самай пайне ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ пирки ҫитес уйӑхра самайӑшӗ урамра тӑрса юлӗ.

Ятлӑ-сумлӑ хапрӑкӑн акцийӗн 49 проценчӗ Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнче пулнине кура ӑна республика сутса яма йышӑннине те эпир пӗлтернӗччӗ. Аукцион паян иртмеллеччӗ. Анчах туянас кӑмӑллисем тупӑнманнине кура акцие сутма май килмен.

Панкрута тухасси патне ҫитнӗ хапрӑкӑн ӗҫне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ тепӗр хутчен пӑхса тухмалла.

#аукционсем, #Чӑваш бройлерӗ, #Шупашкар районӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #Шӗнерпуҫ, #судсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем