Рио-де-Жанейрори Олимпиадӑна эпир кашниех сиктермесӗр тенӗ пек пӑхма тӑрӑшрӑмӑр. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел ялӗнче (вӑл чӑваш ялӗ шутланать) ҫуралса ӳснӗ 25 ҫулти Инна Тражукова 63 килограмран ҫӑмӑлрах хӗрарӑмсен категорийӗпе кӗрешӗве тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Пӑхӑр медале илейменшӗн спортсменкӑна питӗнчен Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили икӗ хутчен ҫупса янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ, хӗрпе РФ министрӗ Виталий Мутков курнӑҫасшӑннине ҫырнӑччӗ.
Юнкун Мамиашвили ҫак эрнери юнкунхи пресс-конференцире каҫару ыйтма хатӗррине пӗлтернӗ. Анчах ҫапса янишӗн, Раҫҫее сутакан тесе ӳпкеленишӗн тата ҫын умӗнче кӳрентернишӗн мар, Рио-де-Жанейрори хӑйӗн тыткаларашӗшӗн. Инна вара кӳренӗвӗ иртменнине пӗлтернӗ. Спортсменка «Спорт-Экспресс» кӑларӑма каланӑ тӑрӑх, ытларикун вӑл ҫӗршывӑн спорт министрӗпе Виталий Муткопа тӗл пулнӑ. Спортри пысӑк пуҫлӑх пӑтӑрмаха пӑхса тухассине пӗлтернӗ.