Шупашкарта пурӑнакансем урамра ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнине сайтра пӗлтернӗччӗ. РФ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Специалистсем хулара мӗншӗн шӑршӑ кӗнин сӑлтавне пӗлтернӗ.
Роспотребнадзор хулари сывлӑша пробӑна илнӗ. Канаш урамӗнчи 1-мӗш ҫурт тата Республикӑри клиника офтальмологи пульници умӗсенче сывлӑшра аммиак нумай пулни палӑрнӑ.
Халӗ специалистсем «Океан» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе плана кӗмен тӗрӗслев ирттересшӗн. Вӑл Канаш урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Специалистсем шӑршӑ урӑх сӑлтава пула тухнине те тунмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем тӗрӗслеве малалла ирттереҫҫӗ.