Шупашкар ҫыннисем темиҫе кун ӗнтӗ нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ: урамра мӗн шӑрши кӗрет? Ирхине урама тухсан тӳрех ырӑ мар шӑршӑ сӑмсана ҫурать. Ӑҫтан килет вӑл? Ҫак ыйту чылайӑшне канӑҫ памасть. Ҫавна май ҫынсем РФ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упраленине шӑнкӑравланӑ.
Ведомство ӗҫченӗсем паян хулари тӗрлӗ кӗтесре сывлӑша пробӑна илнӗ. Роспотребнадзор та, пӗрлӗхлӗ диспетчер служби те ырӑ мар шӑршӑ пирки нумай ҫӑхавланине ҫирӗплетнӗ.
Хӑшӗ-пӗри ку Лапсарти чӑх-чӗп хапрӑкӗнчен кӗрет тесе шухӑшлать. Чӑнах та-и? «Пулма пултарать», — хуравланӑ Роспотребнадзор ӗҫченӗсем.