Рио-де-Жанейро хулинче ҫуллахи олимпиадӑн кунӗсем малалла пыраҫҫӗ. Унта Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Инна Тражукова та хутшӑнать. Вӑл хӗрарӑмсен хушшинче 63 килограммченхи виҫепе ирӗклӗ мелпе кӗрешет.
25 ҫулти чӑваш ялӗн хӗрӗн ӑмӑртӑвне паян "Матч" телеканал 17 сехетре кӑтартмалла.
Инна Тражукова Венгри хӗрарӑмӗпе, 33 ҫулти Марианна Шастинпа, вӑй виҫӗ. Иннӑн конкуренчӗ пирки опытлӑ кӗрешӳҫӗ тесе хаклаҫҫӗ. Олимп вӑййисене вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут хутшӑнать. Сакӑр ҫул каялла вӑл Пекинти кӗрешӗве пуҫласа хутшӑннӑ, кайран Лондонтинче кӗрешнӗ. Анчах нихӑшӗнче те вӑл медале тивӗҫеймен. Виҫӗ ҫул каялла вара вӑл тӗнче чемпионки ята тивӗҫнӗ-тивӗҫнех. Ун чухне вӑл 59 килограмран пӗчӗкрех виҫерисене ҫӗнтернӗ.