Евразири хирургсен IX ӑсталӑх класӗпе килӗшӳллӗн, Венгрири ӑсчах, онколог Ласло Унгар Шупашкарта Раҫҫейри ӗҫтешӗсене йывӑр усал шыҫӑ аталансан мӗнле операци тумаллине кӑтартнӑ. Ӑна курмашкӑн ют ҫӗршывсенчи онкологсем килнӗ.
Ласло Унгар профессор Будапештра вӗреннӗ, Аслӑ Британире практика тухнӑ. Вӑл усал шыҫӑ сиенлетнӗ органсене сыхласа хӑварас енӗпе нумай ӗҫлет.
- Пациент вырӑнӗнчен хӑвӑрӑн тӑван тесе шухӑшлӑр. Тухтӑра унпа ытларах ӗҫлеттерес, ӑна хӑйӗн ӗҫне тӗплӗ тутарас килет-ҫке. Чылай япалана литература вуласа пӗлме пулать, анчах кун пек операци тума вӗренеймӗн. Ҫавӑнпа ӑсталӑх класӗсенче эпир хирургири чи лайӑх техникӑна кӑтартатпӑр, - тенӗ профессор.
Тӗрлӗ ҫӗршыври тухтӑрсем вӑл ирттернӗ операцие сӑнаса пӗлӗвне тарӑнлатнӑ, опыт пухнӑ. Ют ҫӗршывра кунашкал мероприятие лекес тесен пин-пин евро кирлӗ. Кунта вара – тӳлевсӗр тенӗ пекех.