Сӗнтӗрвӑрри районӗнче районӑн тӗп документне — Устава — улшӑну кӗртесшӗн. Ку ыйтӑва унта ӗнер, ҫурлан 11-мӗшӗнче, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Пухӑва районти депутатсем, вӗрентӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял тата хула тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ.
Район администрацийӗн юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ Иван Кузьмин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Устава улшӑну кӗртес тени ку документа Раҫҫей тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗштерсе тӑмалла йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Саккунӗсем вӗҫӗм улшӑнса тӑраҫҫӗ те, Устава та ҫӗнетме тивет.
Пӑхса хӑварнӑ улшӑнусенчен пӗри район администрацийӗн пуҫлӑхне пырса тивет. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӑйӗн полномочине пӑрахсан е ҫав ҫын ҫук вӑхӑтра ҫав тивӗҫе пурнӑҫлама вӑхатлӑха кама шанассине.
Устава улшӑну кӗртессине Депутатсен районти пухӑвӗн ҫитес ларӑвӗнче татса парӗҫ.