Чӑваш Енре пурӑнакансем малтан налук тӳлеҫҫӗ, кайран ӑна каялла пуҫтарса илеҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи республикӑсемпе, облаҫсемпе, крайсемпе танлаштарсан ку енӗпе пирӗн регион ыттисенчен малта пынине республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина пӗлтернӗ.
Ӗнер ЧР Министрсен Кабинечӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ пуҫлӑха, ҫав шутра массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене те, чӗннӗ. Ларура республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тишкернӗ.
Уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налука пуҫтарнин калӑпӑшӗ пысӑках марри пирки чарӑнса тӑнӑ май республикӑн тӗп финансисчӗ пурлӑх тата социаллӑ налук вычечӗсене илекенсен шучӗ ӳссе пынине палӑртнӑ.
Чӑн та, юлашки ҫулсенче налука тавӑракансен шучӗ 1,7 хут нумайланнӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна ҫынсене 970 миллион тенкӗ налук тавӑрса панӑ.