Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пулас хастар ҫыравҫӑсене чысларӑмӑр

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.12.2010 18:22 | 1693 хут пӑхнӑ

Паянхи шӑматкунхи сивӗ кун, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти вӗренӳ иститутӗнче пирӗн Chuvash.Org пӗрлӗхпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр. Хаваслӑ мероприяти 11 сехетре пуҫланчӗ.

Пухӑннисем умӗнче Николай Плотников (Chuvash.Org-ӑн тӗп администраторӗ), Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи), Юрий Виноградов (вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ), Надежда Григорьевна Иванова (вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ) тухса калаҫрӗҫ, мала тухнӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсене хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухнисене 60х40 виҫеллӗ карттин, 2-мӗш вырӑна тухнисене 40х30 виҫеллӗ карттин, 3-мӗш вырӑна тухнисене 30х20 виҫеллӗ карттин лекрӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене пурне те дипломсем тата нумай пулмасть пичетленсе тухнӑ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекесем парнелерӗҫ.

Мероприятие Ҫӗнӗ Шупашкарти 16-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературӑна вӗрентекен Вера Никонорова ертсе пычӗ. Вӑл пухӑннӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсене юрӑсемпе те савӑнтарчӗ. Ҫавӑн пекех юрӑ тӑхтавӗсенче Елчӗкри культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Вера Панкратовӑпа Валерий Архипов пултарулӑхӗпе килленме май пулчӗ.

Чыслав вӗҫӗнче Георгий Краснов ҫыравҫӑ хӑйӗн пултарулӑхӗпе тата ӳлӗмри ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. Шкул ачисем хаваспах унӑн калавне итлесе ларчӗҫ, кайран унпа пӗрле сӑн ӳкерӗнчӗҫ.

Мероприяти ушкӑнпа тӑрса сӑн тунипе вӗҫленчӗ.

 

Сӑнсем (кописем кунта та пур)

#Елчӗк, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса..., #чыславсем, #литература

 

Комментари:

Вера Никонорова // 4005.42.2892
2010.12.19 21:52
Маттур, Микулай!!! Питĕ пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр! Парнисем те питĕ ăнăçуллă пулчĕç.
2010.12.19 22:02
Аçтахар Плотников
Çĕнĕ сăнсем, Олег Михайлович Цыпленков тунисене, кĕртрĕм.
2010.12.20 16:26
Аçтахар Плотников
Фотосене вырнаçтармалли сайтра пăтăрмах* — çавна пула сăнсене кăшт каярах пăхма тивĕ.
//* — ăнланакансем валли: çĕнетнĕ хыççăн PHP кутăнлашать, галерея скриптне тиркет
2010.12.21 15:52
Аçтахар Плотников
«Чăваш тĕнчи» сăн галерейи ĕçлеменнине кура сăнсене çавăн пекех кунта вырнаçтартăм: http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/108420/
2010.12.21 20:36
Николай! Вĕрентекен çулталăкĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсене кĕнеке кăларса савăнтарнăшăн чунтан тав тăватпăр. Пурнăçра телей сукмакĕпе - Асамлăх çулĕпе утса çÿремелле пултăр!Сывлăхлă пулăр, малашне те Сире куллен пулăшса пыракан туссем тупăнсах тăччĕр.Уява йĕркелеме пулăшнă çынсене те çывхарса килекен Çĕнĕ Çул ячĕпе саламласа тав сăмахĕ каласшăн.
Чăннипех те пуян пирĕн Чăваш çĕрĕ талантсемпе!
Алевтина // 3692.89.8870
2010.12.22 21:24
Илья Шибаев вуланине илтсе савăнтăм! Маттур! Хăйне сцена çинче еплерех хăюллă тытать - чăннипех пултаруллă чăваш ачи ÿсет иккен пирĕн хушăра!Ăнăçусем сана, Илюша!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем