Телевизорпа пӗлтерӳ курнӑ та 663 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм ҫак укҫана йӑлтах экстрасенса панӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм телевизор курнӑ чухне экстрасенс пулӑшу пани пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Лешӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшма хатӗр-мӗн.
Хайхи хӗрарӑм ун патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ унӑн ыйтӑвӗсене татса пама шантарнӑ. Ҫакна курнӑҫмасӑрах пурнӑҫлать-мӗн.
Укҫа тӳлесен ултавҫӑсем сеанс ирттернӗ. Унтан усал-тӗселрен сыхлакан япаласем туянма сӗннӗ. Ҫапла майпа ҫак хӗрарӑм пӗлтӗрхи ака-юпа уйӑхӗсенче «экстрасенса» 663 пин тенкӗ панӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе следстви тата оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.